Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Тӳскелте нумай ӗҫ тӑвакан культура центрӗ уҫӑлнӑ.
«Республикӑра пурӑнакансем ыйтнипе эпир ялти клубсем тумалли программа йышӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен Культура ҫурчӗсем япӑхнӑччӗ. Программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 25 клуб тӑвасшӑн. Вӗсенчен пӗрремӗшне паян эпир Тӳскелте уҫрӑмӑр. Елчӗк районӗнче вӗри чӗреллӗ халӑх пурӑнать, вӑл ырӑ ӗҫсем тума хатӗр. Ун пек ял тӑрӑхӗсенче хӑтлӑ та хальхи вӑхӑтри социаллӑ объектсем уҫни питех те лайӑх», – ҫак шухӑша палӑртнӑ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер.
Михаил Васильевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Культура министерстви культура учрежденийӗсене ҫӗнетме 2017 ҫулта 33,8 млн тенкӗ уйӑрӗ. Кинозалсем тума федераци хыснинчен унсӑр пуҫне 60 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
Кӑҫал та пирӗн республикӑра Ҫӗнӗ ҫулти вӑрӑм канмалли кунсене усӑллӑ ирттерме май туса парӗҫ. «Новогодний лабиринт» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти пӑтрашуллӑ ҫулсем) ятлӑ мероприятисен ярӑмӗ кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче уҫӑлӗ те республикӑри сакӑр района илсе ҫитерӗ.
Ку проекта республикӑн Культура министерстви кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх, анчах вӑл пӗлтӗрхи ҫавӑн йышши мероприятисенчен амаланнине палӑртать. Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр, чӑн та, «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта хута янӑччӗ.
Кӑҫалхи «Ҫӗнӗ ҫулти лабиринт» хайӗн географине анлӑлатнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшенче Муркаш районӗнче кӗтеҫҫӗ, 3-мӗшӗнче – Етӗрне тата Элӗк районӗсенче, 4-мӗшӗнче – Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, 5-мӗшӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 6-мӗшӗнче – Хӗрлӗ Чутай районӗнче, 7-мӗшӗнче — Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Куракан валли вӗсенче кашнинчех ятарлӑ программӑсем хатӗрленӗ.
Чӑваш Ене килмелли 80 миллиона пирӗн региона ярса памӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавассӑр хыпара Александр Белов журналист паян «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Пирӗн тӑрӑха уйӑрма палӑртнӑ 79,6 миллион ытларах тенке касса илесси пирки хушӑва РФ финанс министрӗ Антон Силуанов раштавӑн 16-мӗшӗнчех кӑларнӑ. Ун пек тума федераци министрӗ Чӑваш Ен спорт объекчӗсене хӑпартма хӑй енчен укҫа уйӑрманнипе сӑлтавланӑ.
Маларах республика пирӗн тӑрӑхри культура отраслӗ валли федералсем уйӑрма палӑртнӑ 150 миллионсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл укҫана Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсама ярасшӑн пулнӑ. Анчах хут ӗҫӗнчи кӑлтӑксене пула федераци хыснинчен ҫав укҫа килеймен. Ун чухне «кӗмӗл» республикӑн Культура министерстви ӗҫлесе ҫитерейменнипе катӑлса юлнӑ-мӗн.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ Шупашкар хулинчи вӗренӗве мониторинглакан тата аталантаракан центрпа пӗрле паян Чӑваш елки ирттернӗ. Ӑна республикӑри шкулсенче кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ. Ҫавна май ачасем «Тӗлӗнтермӗш Юр Пике» конкурсра та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Елкӑри вӑйӑ-конкурс йӑлтах чӑвашла пулнӑ. Маттур та пултаруллӑскерсене Хӗл Мучипе Юр Пике мухтанӑ, парнине те шеллемен. «Юр Пике—2017» ята Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари Арина Филимонова тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, хӑйӗн ҫурчӗллӗ пулнӑ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Чӑваш елкине йыхравлать. Аса илтеретпӗр, ӑна вӑл ҫӗнӗ ҫӗрте, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра ӗнер Казахстан поэчӗн Жубан Молдагалиевӑн тата тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн Ҫеҫпӗл Мишшин бюсчӗсене уҫнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — халӑх поэчӗсем.
Вырӑнти Культура ҫурчӗ умӗнчи лапама ӗнер тӗрлӗ шайри тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Официаллӑ тепӗр сӑлтав та пулнӑ: республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ.
Бюстсене уҫма хутшӑннӑ ЧР культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Баранова тата райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Казаков, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Курчаткин икӗ халӑхӑн ҫак поэчӗсене тӑван халӑха юратни ҫыхӑнтарнине палӑртса хӑварнӑ. Казахстанри делегаци те Михайловкӑри савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑннӑ.
Хваттер тара илсе пурӑнакан ҫын пек ҫак таранччен ют вырӑнта ӗмӗрленӗ, ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчк 85 ҫул тултаракан Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫывӑх вӑхӑтра, тата тӗрӗсрех каласан, раштавӑн 26-мӗшӗнче, ҫӗнӗ вырӑнта, хӑйне уйӑрса панӑ, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра куракансене пуҫласа йышӑнӗ.
«Юлташсем! Савӑнӑҫлӑ хыпар! Пире «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӑн ҫуртне официаллӑ майпа пачӗҫ. Ку вӑл пирӗншӗн чӑннипех историлле пулӑм», — асӑннӑ учрежденире пресс-службӑра ӗҫлекен Надежда Андреева паян «Фейсбукра» ҫапларах хыпарланӑ. Унтан вӑл Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева, культура министрне Константин Яковлева, хайсен директорне Елена Николаевӑна тав тунине пӗлтернӗ.
Театр ҫӗнӗ ҫӗрте раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш елки кӑтартӗ, 27-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Ҫул умӗнхи кӑтартусене пуҫлӗ.
Ҫак кунсенче театртисем ҫӗнӗ вырӑна хӑйсене кирлӗ пек хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Министр муниципалитетри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ тата вӗсенче ӗҫлекенсемпе курса калаҫнӑ. Министрпа вырӑнти тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата культура пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Алексеева — ҫӳренӗ.
Министр паллашӑва Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗнчен пуҫланӑ. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче, Хорнсорти клубра тата вулавӑшра пулнӑ. Юлашкинчен асӑннинче культурӑпа сывлӑх центрӗ тума пуҫланӑ, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Константин Геннадиевич ял тӑрӑхӗнче лайӑх Культура ҫуртӗнче пуррине, унтах ӗҫлеме май пуррине палӑртнӑ. Ҫӗрпелти культура центрне те министр ырланӑ.
Хорнсорти вӗҫлемен объекта тӑвассине министр республика ертӳҫисемпе сӳтсе явма шантарнӑ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Татьяна Казакована Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑччӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин 865-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑччӗ. Мӗншӗн хӑтарнине официаллӑ хушура асӑнса-ӑнлантарса тӑманччӗ те халӗ вара ӗнерхи министрӑн ӗнерхи ҫумӗ Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗн директорне ларни паллӑ.
Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче директор ятне тата сӑнӳкерчӗкне ылмаштарма ӗлкӗрнӗччӗ, анчах тытӑмра ҫак самантра директор ячӗ малтанхиллех «Илюткин Вячеслав Александрович» тӑратчӗ.
Татьяна Казакова муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ шутланакан ҫав заведенийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ вырӑн валли конкурса ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче ирттермелле. Халӗ вара министерствӑра кандидатсенчен заявкӑсем пухаҫҫӗ, кадр резервне хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем Патшалӑхӑн истори архивӗ куравне ҫитсе курнӑ. Студентсене пӗтӗмӗшле дисциплинӑсене вӗрентекен Рэвиль Гараев ертсе кайнӑ. Куравӗ те сумлӑскер: архив ӑна Григорий Хирпӳ композитор 105 ҫулхине халалланӑ.
Курав-хӑтлава тӑратнӑ экспозицисем хушшинче кӗвӗ-ҫемӗ пултаруллӑ ӑстин, маларах Шупашкарти музыка шкулӗнче тата техникумӗнче, каярах Ленинградри (халӗ Питӗр) консерваторире вӗреннӗскерӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаканнисем, унӑн юррисем, хаҫат-журнала вӑл тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ статьясем пулнӑ. Нота еткерлӗхӗн оригиналӗсемпе те куравра паллаштарнӑ. Ҫамрӑксене Григорий Хирпӳн хайлавӗсен тӗрлӗ варианчӗсем уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ, ҫав шутра «Нарспи» опера валли ҫырнӑ партитура та.
Татьяна Казакована ӗнер Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин 865-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Мӗншӗн хӑтарнине официаллӑ хушура асӑнса-ӑнлантарса тӑман.
Культура министерствинче Татьяна Казакова 2008-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Малтан Вӑрмар районӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗнче, Чӑваш Республикинчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, Культура министерствинче халӑх пултарулӑхӗн, вулав тата музей ӗҫӗн секторӗнче заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти Культура институтӗнче вӗреннӗ.
Хальхи вӑхӑтра Константин Яковлев министра Иван Архиповпа Вячеслав Оринов пулӑшса пыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |